Ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 3-7-мӗшӗсенче республикӑра «Чӑваш Енри Ҫӗнӗ ҫул ҫулҫӳревӗ» акци иртет. Кун пирки ЧР Культура министерстви пӗлтерет.
Кунашкал акци Чӑваш Енре виҫҫӗмӗш хут иртет. Кӑҫал ҫулҫӳреве Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Улатӑр хулисенче, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче йӗркелӗҫ. Халӗ вӗсем хӑнасем валли уяв программине хатӗрлеҫҫӗ.
Ку акци – чӑн-чӑн квест. Унта хутшӑнакан кашни ҫын «Туристӑн Ҫӗнӗ ҫул карттине» тивӗҫӗ, района е хулана ҫитсен унта паллӑ тӑвӗҫ. Пилӗк хула-района тата Шупашкарти хӗл Мучин резиденцине ҫитнӗ ҫынна хаклӑ парнепе хавхалантарӗҫ.
Улатӑр хӑнасене кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче йышӑнӗ. Таврапӗлӳ музейӗнче тӗрлӗ мероприяти йӗркелӗҫ. Ҫавӑн пекех хӑнасем арҫынсен Ҫветтуй Троица мӑнастирне ҫитсе курӗҫ. Кунсӑр пуҫне Улатӑрта хӑнасем конькипе, йӗлтӗрпе, «пӳремечпе» ярӑнӗҫ. Ку кӑна мар, туристсем валли ытти мероприяти те пулӗ.
«Матч ТВ» федераци каналӗпе Раҫҫейри Паралимп комитечӗн «Пурнӑҫа таврӑнни» преми чыславне кӑтартнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти вӑй-хал культурин вӗрентекенӗ унӑн лауреачӗ пулса тӑнӑ.
Мероприятире паралимп спортне аталантарассишӗн нумай тӑрӑшакан ҫынсене чысланӑ. «Личный пример» номинацире Андрей Михайлов ҫӗнтернӗ. Вӑл Раҫҫейри хусканупа тӗрев енчен сусӑр ҫӑмӑл атлетсен командин тренерӗ. Ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен 2-мӗш спорт шкулӗнче ӗҫлет.
Андрей Михайлов – Раҫҫей Федерацийӗн вӑй-хал культурипе спорт отличникӗ, Раҫҫейри пӗтӗмӗшле пӗлӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хулин сучӗ 28 ҫулти журналисткӑна Дарья Комаровӑна тӗрмене хупмасӑр 2 ҫуллӑха айӑпланӑ. Патшалӑх айӑплавҫи судьяна ҫакӑн чухлӗ срок пама ыйтнӑ. Кун пирки право хӳтӗлевҫи Алексей Глухов пӗлтерет.
Дарья Комаровӑна суд приставне хирӗҫ тӑнӑшӑн айӑпланӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, кӑҫал ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче суд приставӗ журналисткӑн пурлӑхне тӗрӗслес тесе ун патне килнӗ. Унччен Дарьйӑран 2,5 миллион тенкӗ ытла шыраса илмелле тунӑ.
Суд приставӗ килсен журналистка кӑмӑлсӑрланнӑ, хайхискер пакунлӑ хӗрарӑмӑн аллине пӑрнӑ, тӗксе янӑ.
Кунсӑр пуҫне юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче журналистка тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Мӗншӗн? Вӑл ЧР Элтеперӗн должноҫне йышӑнассишӗн кӗрешнӗ Олег Николаев пирки суя статья пичетленӗ-мӗн.
Ҫӗнӗ Шупашкарти Чӑваш патшалӑх сӑнав драма театрӗ Алекс Бьерклундӑн «Четыре солдата в поисках мира» драми тӑрӑх лартнӑ спектакле куракан умне кӑларма хатӗрленет. Ку спектакле театр труппи «Пӗчӗк хулари театрсем» федераци проектне хутшӑнса ҫӗнсе илнӗ грант укҫипе лартать.
Сӑнав театрӗн илемлӗх ертӳҫи Валерий Проворов палӑртнӑ тӑрӑх, театра федераци хыснинчен 5 миллион та 506 пин тенкӗ панӑ, республика та укҫа уйӑрнӑ: 611800 тенкӗ. Ҫак нухратпа театр хальхи йышши ҫутӑ тата сасӑ хатӗрӗсем, сцена эффекчӗсем валли ытти оборудовани, декораци тата тум туяннӑ.
Асӑнса хӑварар, ҫак спектакле театр артисчӗсем Шупашкарта, Канашра, Ҫӗмӗрлере, Етӗрнере, Сӗнтӗрвӑрринче, Ҫӗрпӳре, Чикмере, Чулхулара тата Чӗмпӗрте кӑтартасшӑн. Унсӑр пуҫне вӗсем ҫитес ҫул Раҫҫейри пӗчӗк хуласен театрӗсен фестивальне хутшӑнасшӑн.
Чӑваш наци музейӗнче юрӑ-кӗвӗллӗ литература каҫӗ иртнӗ. Ӑна чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи Степан Аслан ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Литература каҫне Степан Асланӑн ачисемпе мӑнукӗсем тата тӑванӗсем кӑна мар, хальхи ҫыравҫӑсем те, Канаш районӗн ентешлӗхӗн хастарӗсем те, Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищин вӗренекенӗсем те, Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти шкул ачисем те хутшӑннӑ. Малтанах Степан Асланӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне аса илнӗ, кун пирки пухӑннисене Константин Иванов ячӗллӗ литература музейӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Галина Еливанова каласа кӑтартнӑ. Унсӑр пуҫне паллӑ ҫыравҫӑпа ҫыхӑннӑ кӑсӑклӑ самантсемпе Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер тата Чӑваш халӑх писателӗ Анатолий Кибеч паллаштарнӑ. «Ахрат», «Сехмет», «Хӑват» хайлавсен авторӗн хӗрӗ Алина Асланина-Павлова ашшӗн «Ростки жизни» кӗнекине презентациленӗ, ӑна вӑл вырӑсла хӑй куҫарнӑ.
Палӑртар, литература каҫӗнчех «Чап-мухтавшӑн эп ҫунмастӑп» курав уҫӑлнӑ, унта Степан Асланӑн кӗнекисемпе тата сӑнӳкерчӗкӗсемпе паллашма пулать.
Паян Чӑваш Енӗн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерстви йӗркеленипе журналистсем пайҫӑсене темиҫешер ҫул хваттеи шантарса пурӑнакан «Алза» организацин хута ярайман объекчӗсенче пулнӑ.
Владимир Михайлов тата Патшалӑхӑн стройнадзор специалисчӗсем темиҫе ҫурт тӑрӑмне хакланӑ.
«Алзан» икӗ ҫуртне «хӗрлӗ» зонӑна кӗртнӗ. Вӗсенчен пӗри — Ҫӗнӗ Шупашкарӑн Кӑнтӑр урамӗнчи 7А ҫурт. Ӑна тӑватӑ ҫул каяллах тума тытӑннӑ. 12 хутлӑскере туса пӗтерме 2015, 2016, 2017 ҫулсенче темиҫе те шантарнӑ. Кӗтсе ывӑннӑ халӑх тӳре-шарапа тӗл пулма йышлӑн пуҫтарӑннӑ.
Строймин пуҫлӑхӗ Владимир Михайлов «Алза» ҫурта хута яма епле хатӗрленине кулленех тӗрӗслесе тӑма, саккунпа килӗшӳллӗн ҫирӗп ыйтма шантарнӑ.
Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 52-мӗш ҫуртӑн пайтаҫисен те кӗтме тивет.
Юсанмалли 1-мӗш колони пуҫлӑхӗн экс-ҫумӗ Ҫӗнӗ Шупашкар хулин сучӗ умӗнче явап тытнӑ. Ӑна сӗтев илнӗшӗн айӑпланӑ.
Следстви тата суд акӑ мӗн ҫирӗплетнӗ: кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче вӑл 25 пин тенкӗ тата 5, 5 пин тенкӗ тӑракан икӗ япала взятка илнӗ. Ҫаксене йӑлтах айӑпланнӑ ҫын, ҫав колонире лараканскер, тата унӑн пӗлӗшӗ панӑ.
Суд арҫынна 3 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ. Ҫак вӑхӑта вӑл пӗтӗмӗшле режимлӑ колонире ирттерӗ. Кунсӑр пуҫне унӑн 92,5 пин тенкӗ штраф тӳлемелле.
Экс-ҫумӑн «шалти ӗҫсен подполковникӗ» ятарлӑ ята та туртса илнӗ. Вӑл йӗрке хуралӗн органӗсенче 2 ҫул ӗҫлеймӗ.
«Юнармия» ача-пӑчапа ҫамрӑксен пӗтӗм ҫӗршыври юхӑмӗн 8 уйрӑмӗ ту хысакӗ ҫине улӑхассипе тупӑшнӑ. Республикӑри ҫак ӑмӑрту «Кошка» (чӑв. Кушак) центрта иртнӗ.
Тупӑшӑва Шупашкарти 18-мӗш шкулти, Ҫӗнӗ Шупашкарти Совет Союзӗн Геройӗн М.М. Кузнецов ячӗллӗ кадет лицейӗнчи, Канашри 6-мӗш шкулти, Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑмӗнчи, Канаш районӗнчи Янкӑлч, Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрти, Ҫӗрпӳри 1-мӗш шкулти, Комсомольскинчи 2-мӗш шкулти ачасем хутшӑннӑ.
Унта 14 ҫултан пуҫласа 17-чченхи юнармеецсем тупӑшнӑ. Яшсемпе пикесенчен Комсомольскинчи Стас Курицынпа Эльза Кузнецова мала тухнӑ. Ушкӑнпа та Комсомольскинчи 2-мӗш шкул командине ҫитекен пулман, иккӗмӗш вырӑнта — Шупашкарти 18-мӗш шкул, виҫҫӗмӗшӗнче — Ҫӗрпӳри 1-мӗш шкул.
Ҫӗнӗ Шупашкар хулин экс-мэрӗ тӗлӗшпе чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче суд пулӗ. Ун чухне малтанхи итлев иртӗ.
Экс-мэр дожноҫӗпе ытлашшипех усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, Олег Бирюков мэр пулнӑ чухне администрацин ҫӗрпе пурлӑх хутшӑнӑвӗсен управленийӗн экс-пуҫлӑхӗ Елена Егорова кӳнӗ тӑкака шыраса илес тесе нимӗн те туман. Ҫӗнӗ Шупашкар хулин сучӗ пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, Елена Егорова Ҫӗнӗ Шупашкар хулин хыснине 3,1 миллион тенкӗ тӑкак кӳнӗ. Хӗрарӑма айӑплӑ тесе йышӑннӑ, условлӑ майпа 2 ҫуллӑха айӑпланӑ, анчах Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнӑ ятпа ирттернӗ амнистие лекнӗ.
Хула администрацийӗ вара кӳнӗ тӑкак шыраса илмен. ФСБн Чӑваш Енри управленийӗ ҫакӑншӑн ун чухне сити-менеджер пулнӑ Олег Бирюков айӑплӑ тесе шутлать.
Чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче полицейскисем хӑйсен професси уявне паллӑ тӑваҫҫӗ. Уяв умӗн Ҫӗнӗ Шупашкарта шалти ӗҫсен пайӗн ӗҫченӗсене, служба тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чухне вилнисене, халалланӑ палӑк уҫнӑ.
Служба вӑхӑтӗнче пуҫ хунӑ полицейскисене асӑнса пурте пӗр минут шӑп тӑнӑ. Унтан пӑшалтан виҫӗ хутчен пенӗ сасӑ шӑплӑха татнӑ. Палӑка уҫнӑ ҫӗре вилнӗ полицейскисен тӑванӗсем те килнӗ. Ҫӗнӗ палӑк умне чечексем хунӑ. Тин уҫӑлнӑ палӑка Владимир кнеҫ Соборӗн настоятелӗ Виктор Карлинов протоиерей сӑвапланӑ.
Палӑртмалла: ку палӑка 2000 ҫултах Шупашкарта тӗп урамра лартнӑ. 2010 ҫулта ӑна темшӗн илнӗ. Халӗ ав вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти ШӖМ умӗнче вырӑн тупнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |